Ҫӳлтен-ҫӳле, уҫлӑх енне...
Чӑваш Кӑйкӑрĕн тӑван ҫĕрĕнчи строительство малалла пырать.
"Кунран-кун ӳсекен ҫурт космос карапне аса илтерет", - тесе палӑртнӑ вырӑна ҫитсе курнӑ май Владимир Максимов министр.
Хальхи вӑхӑтра объектри рабочисем стенасене якатаҫҫĕ, чӳречесем лартаҫҫĕ.
Ҫĕнĕ музейра планетарипе обсерватори те пулĕ.
Ĕҫсем аван пыраҫҫĕ.
Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнĕ тĕле ( 2029 ҫулта) комплекс уҫӑлмалла.